Шупашкар хулинче 2022 çулта юпа уйăхĕнче выставка ирттерме палăртнă. Çак выставка Чăваш биенналин хальхи вăхăтри искусстви пулатех ĕнтĕ.
Мĕншĕн Чăваш биеннали хальхи вăхăтри искусство?
1
2
3
Паянхи культура ландшафчĕ децентрализаци тата географи тĕрлĕхĕ енне талпăнать. Музейсем регионсенче филиалсем уçаççĕ, хуласем фестивальсем иртереççĕ, ялсенче творчествăлла резиденцисем уçăлаççĕ.
Традициллĕ искусствăна çĕнелле вулани тата ăнланни - Чăваш биенналин хальхи вăхăтри искусствин тĕп фокусĕ пулать.
Унсăр пуçне, Чăваш биеннале шайĕнче пĕчĕк йышлă халăхсен культурине тата тĕрлĕ этнографи ушкăнĕсен йăли-йĕркисене хускатĕç - чĕлхе, тĕн системи, уяв тата наци апат-çимĕçĕ.
Биеннале - икĕ çулта пĕр хутчен иртекен ÿнер выставки, фестиваль е пултаруллăх конкурсĕ. Тĕнчери чи паллă биеннале - Венеци биеннали. Вăл 1895 çултан паллă.
Формат енчен биеннале регионăн культурăллă кодне тĕпе хурса хальхи вăхăтри ÿнер практикипе пире паллаштарать.
Программăпа бионнале пĕр-пĕр хулара темиçе площадка çинче иртет, диалога локаллă эткерлĕхе хушать, регионăн пĕтĕм инфраструктурине явăçтарать тата туристсене илĕртет.