Истори контекстӗнчи çак вӑхӑта паянхи кунран пуçласа курав ӗҫӗ-хӗлӗшӗн те, ӳнерҫӗсен пултарулӑхӗшӗн те ҫӗнӗ тапхӑр теме пулать. Малтанхи ҫулсемпе ҫӗнӗ пинҫуллӑх пуҫламӑшӗ хӑй тӗллӗнех куҫса кайăва тата килес турбулентлӑха палӑртса хунӑ. Социум хӑнӑхнӑ япаласем ҫине ҫӗнӗ курăм хатӗрлесси пирки шухӑша кайнă. Общество ҫирӗп аталану, климат, технологи прогресӗ, пӗртанлӑх, культура тата наци нумай енлӗ улшӑну ыйтӑвӗсем ҫине ытларах пусӑм турӗ. Уйрӑм тăракан индивидуум интересӗсемпе майсен спектăрĕ питӗ анлӑ сарӑлнӑ. Хальхи вӑхӑтри информаци хатӗрӗсене пула пӗлӳсен улӑшăвĕн хăвăртлăхĕ ӳснӗ. Уйрӑм пӗрлешӳсемпе халӑхсен хӑйсене евӗрлӗ йӑла-йӗркесене, культурăсене кăтартмашкăн, ҫавӑн пекех харпӑр хӑй шухӑшне палӑртмашкăн хушма майсем уçăлнă. Ҫӗнӗ тимлӗх вӗсене илтмешкĕн тата асӑрхамашкăн пулӑшу вырăнĕнче пулмалла.
Культура пуҫарӑвӗсем тӗрлӗ географинче пурăнакан ҫынсем хушшинче диалог ҫуратаҫҫӗ. Сӳтсе явнӑ проблемӑсем пур ҫӗрте те историе тишкерме, пулса иртекен йывӑрлӑхсен анализне тума тата Ҫӗр ҫинчи ҫынсем ҫитес вун-вун ҫул хушшинче пур йывӑрлӑхсене палӑртса хумашкăн сӑлтав параççĕ. Пӗр-пӗринпе тӗл пулăвăн кашни майĕ вӑл — пирӗн мӗн пуррипе, ҫав пурлăха тимлесе итлеме тата унпа пӗрлешме май пурри, çав капитала упраса хӑварса малашлӑха пӑхса илме май пурри.
Хальхи искусствӑн чӑваш биенналӗ вӑл — Раҫҫей картти ҫинчи ҫӗнӗ пулӑм. «Икс историсен» теми актуаллӑ культура процесӗсене хутшӑнакан республика территорийӗнче ҫуралнӑ. Мероприяти тӗрлӗ ӳсӗмри, пурнăç опычĕ тата наци ӳнерҫисене этнос ыйтӑвӗсем, халӑх искусстви тата иккӗмӗш натура вырăнĕнчи йӑласем ҫинчен пӗрле шухӑшлама, пултарулӑх урлӑ тĕнчелехрен пĕр вырăнлăха е каялла çул хывма чӗнет. Тӗпчев, художествӑлла меслетсемпе практика ыйтӑвӗсем мӗн чухлӗ тӗрлӗрен пулӗҫ, курав ҫавӑн чухлӗ асра юлĕ тата хӑйне евӗрлӗ результат кăтартĕ.
Эпир Раҫҫей тата ют ҫӗршыври тĕрлĕ ӳсӗмри ӳнерҫӗсене хутшӑнма йыхравлатпăр. Енчен те кураторсем пĕлтернĕ темӑна сирен проектăр ҫителӗклӗ шайра пулнине ĕненетер пулсан, эсир кирек мӗнле медиумра пулсан та биеннале валли ятарласа хӑйне евӗрлӗ проект тума е ăна пурнӑҫламашкăн палӑртнӑ проект сӗнме пултаратӑр.